Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Ubuntu

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ubuntu 13.04

Ubuntu — операци системи,Linux дистрибуцийĕсен пĕри. Тӳлевсĕр сарăлать.Debian Linux çинче никĕсленĕ. Тĕллевĕ - ирĕклĕ, çăмăл операци системи тăвасси. Йĕртсе пыраканĕCanonical Ltd. фирми.

Ubuntu тĕп графика таври -GNOME ĕç сĕтел системи. Юлашки версийĕ Ubuntu 13.04 (Raring Ringtail) ятлăскер 2013 çулхиака уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăларнă. Çĕнĕ версине 2013 çулхи юпа уйăхĕнче кăлараççĕ.

Лайăх енĕсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
  • Ubuntu тӳлевсĕр, илме çăмăл. Пĕрре те тӳлемесĕр диск ярса параяççĕ едиск сăнлăхне тетелтен уçласа илме пулать.
  • Ubuntu çĕнĕрен кашни улттăмĕш уйăхпа кăлараççĕ.
  • Ubuntu çĕнĕ версийĕсем кашнинче GNOME кăларнă хыççăн пĕр уйăх иртсенех çĕç параççĕ. Тĕллевĕ - яланах çун-çĕнĕ программăсем пуласси.
  • Çитмеллĕхпе локализаци пысăк япаласем. Тĕнчери кашни çын компьютер усă курайтăр тесеUTF-8 кодлăхне стандарт пек усă кураççĕ.
  • Ubuntu ăслă пиччĕшĕ Debian. Иккĕшĕdeb форматлă лартас файлсемпе ĕçлеççĕ. Аталантаракансен-программа-çыракансен нумайăшĕ иккĕшĕпе аппаланаççĕ.
  • Çĕнĕрех версине илесси те çăмăл, вăл программа ларни пек пулса иртет.
  • Ubuntu лартас дискшăн нумай вырăн кирлĕ мар. Вĕçех пĕр диск çĕç çитет. Тата лартас дискLive-CD пулса ĕçлет. Усă куракан çĕнĕ операци системине лартмасăр та ăна тĕреслеме, тутласа пăхма пулать. Кайран кăмăла кайсан пĕр пуснипе операци системине хытă диск çине те çăмăлăн лартма пулĕ.
  • Яланхи Ubuntu версийĕсенче администратор (root) шучĕ хупалнă. Ун вырăнне администратор ĕçĕсене тăвас тесен ĕçленĕ вăхăтраsudo çырса хушаççĕ.

Философийĕпе хаклани-шутлани

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Ubuntu ячĕ операци системин пĕтĕм шутланине кăтартса тăрать.Зулу чĕлхипе тата урăх Африкăри чĕлхисенче вăлçынлăх, пĕрле тăни пĕлтерет. Тӳррĕн куçарсан:эпир пур çынсем пулни кура эпĕ эпĕ пулайатăп. Çак шутлани Ubuntu çынсене пĕрлештерет. Вăл яланах тӳлевсĕр пулнине, мĕнпур çын, мĕнпур чĕлхипе калаçакансем, кашни инвалидлăхлă çынсем ăна усă курма пултарнине Ubuntu пĕрлĕхĕ сăмах парать. Унсăр пуçне программăсене улшăнтарма усă кураканăн тулли ирĕкĕ.

Чăвашла куçарни

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

2007 çултачăвашла куçарма пуçланă.

Усă курни

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
  • 2007 çулта Франци парламĕнчĕWindows XP вырăнне Ubuntu операци системине усă курма пуçланă[1].
  • Google шырав системин компьютерĕсемGoobuntu - ятарлă Ubuntu дистрибутивне усă кураççĕ[2].
  • «Википеди» проектăн серверĕсем те Ubuntu операци системи çинче ĕçлеççĕ[3].
Ubuntu Викиампарта?

Каçăсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
  1. http://www.podrobnosti.ua/ptheme/internet/2008/01/30/492858.html2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчеархивланӑ.
  2. http://www.markshuttleworth.com/archives/202015 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнчеархивланӑ.
  3. http://www.computerworld.com/action/article.do?command=viewArticleBasic&articleId=91167872009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчеархивланӑ.
«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Ubuntu&oldid=858366» ҫӑл куҫ
Категорисем:

[8]ページ先頭

©2009-2026 Movatter.jp