Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

URL

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ресурссене пĕрлĕ кăтартаканĕ (акӑл.URL — Uniform Resource Locator) — ресурсăн пĕр евĕр локаторĕ (вырнаçнă тĕлне палăртаканĕ).Акăлчанла «URL» пĕтĕмпе/ɜː(ɹ)l/ çапла вуланать, вырăсла ăна тăтăшах [у-эр-э́л], [ю-эр-эл] е [урл] (сленг) теççĕ. Малтан вăлUniversal Resource Locator — ресурсăн универсаллă локаторĕ пулать. URL — куТетел ĕрешĕнчи ресурссен адресне çырмалли виçе йĕркиллĕ меслет.

Кун-çулĕ

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

URL локатора1990 çулта Европăн ядерлă тĕпчевĕсен канашĕнче (фр.Conseil Européen pour la Recherche Nucléaire,CERN,Женева,Швейцари) ĕçлекенТим Бернерс-Ли шутласа кăларнă. URL Интернетăн тĕплĕ инновацийĕ пулса тăрать. Малтанах URLПĕтĕм тĕнче эрешĕн ресурсĕсен (тăтăшах файлсен) вырăнне палăртма туса хунă. Халĕ URL локаторпа Интернет ресурсĕн пĕтĕм адреспа кăтартаççĕ. URL стандартнеRFC 1738 документĕнче çирĕплетнĕ, малтанхи версийĕRFC 1630 документпа пулнă. URL халĕURI ресурсĕсене идентификацилекен пĕрлĕ системин пайĕ шутланать, URL термина майĕпенURI анлă терминпа улшăнса пырать. URL стандартнееIETF йĕркелӳпе унăн уйрăмĕсем тытса пыраççĕ.

URL тытăмĕ (структури)

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Чи малтанах URL локатора эрешĕн ресурсĕсен вырăнне кăтартмалли система евĕр хатĕрленĕ. Локатора çăмăллăн анлăлатма татаASCII‐символсен (тĕслĕхрен,пушăна нихăçан та URL-та усă курман) сайра йышĕпе кăна усă курма пултарать. Çапла вара, URL çырма çак ĕлкĕ йăли пулса тухать:

<схема>://<логин>:<вăрттăн сăмах>@<хост>:<порт>/<URL‐йĕрĕ>

Çак çырăвра:

схема
ресурса çитмелли схема, чылайрах чухнеэреш протоколĕ
логин
ресурспа усă курма кĕрекенĕн (хутшăнаканăн) ячĕ
вăрттăн сăмах
çак усă кураканăн ячĕпе çыхăннăвăрттăн сăмах
хост
DNS системинчихостăн туллин çырнăдомен ячĕ е хостăн тăватăвуннăллăхисеп ĕлкиллĕ пăнчăсемпе уйăрнăIP-адресĕ.Хисепсем 0 —255 интервалĕнче вырнаçнă.
порт
çыхăнмалли хост (хăна)порчĕ
URL-йĕр
ресурс ăçтине кăтартакан тĕплĕхыпар (протоколран килет).

Паян куна,Тим Бернес-Ли асăннипе, URL структуринчи икĕ чалăш йĕрлĕ символ ытлашши шутланать[1].

URL cхемисем (протоколĕсем)

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

URL схемисем (протоколĕсем) шутне кĕреççĕ:

  • ftp —FTP файлĕсене уçламалли протокол
  • http —HTTPгипертекстне уçламалли протокол
  • https — шифрпа (яланхилле,SSL еTLS) усă курмаллиHTTP протоколăн ятарлă варианчĕ,
  • gopher —Gopher протоколĕ
  • mailto —электронлă почтăн адресĕ
  • news —Usenet çĕнĕ хыпарĕсем
  • nntp —Usenet çĕнĕ хыпарĕсемNNTP протоколă урлă
  • irc—IRC протоколĕ
  • prospero —Prospero Directory Service катологĕсен хĕсмечĕ
  • telnet —Telnet интерактивлă сессине куçмалли каçăсем
  • wais —WAIS системин хыпар бази
  • xmpp — XMPP протоколĕ (Jabber пайĕ)
  • file — Вырăнти (локаллă)файл ячĕ
  • data — тӳрĕ (хутлăхсăр) хыпарсем (Data: URL)

URL экзотика схемисем:

  • afs —Andrew File System файл системин файлăн глобаллă ячĕ
  • cid —MIME пайĕсен ăшлăхĕн идентификатоĕ
  • mid —Электронлă почтă çырăвĕсен идентификаторĕ
  • mailserver —почтă серверĕсен хыпарĕсене вуласси
  • nfs —NFS эреш файл системинчи файл ячĕ
  • tn3270 —Telnet 3270 интерактивлă сессине эмуляцилени
  • z39.50 —ANSI Z39.50 хĕсметне кĕресси
  • skype —Skype протоколĕ
  • smsto —Хăшкĕсье телефонĕ валлиSMS редактора уçмалли
  • ed2k—P2P принцип йĕркипе тунăФайлулăшăв эрешĕeDonkey

URL кодăлани

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Тетелре URL адресĕсене уçни çĕнĕ ĕç пулса тăрать. Ачах та URL стандарчĕн çитменлĕхĕ — унтасимволсене те çырма май çук, латин сасă палли, цифрăсене тата хăшпĕр чарăну паллисен çеç çырма пулать. Эхер те эпир URL стандарчĕпекириллица символĕсенееиероглифсене, е, калăпăр,франци чĕлхин ятарлă символĕсене кăтартас тесен, кирле паллăсене ятарлă мелпе тепĕр хутчен кодăламалла.

Вырăс чĕлхиллĕВикипедире кунсерен URL кодăланă тĕслĕхсене курма тивет, мĕншĕн тесенвырăс чĕлхи кириллица символĕсемпе усă курать. Тĕслĕхрен, çакăн пек йĕркене:

http://ru.wikipedia.org/wiki/Микрокредит

URL стандарчĕпе çапла кодăлаççĕ:

http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0%B8%D0%BA%D1%80%D0%BE%D0%BA%D1%80%D0%B5%D0%B4%D0%B8%D1%82

Çак пек ĕлкĕлени икĕ тапхăрлă пулать: малтан кириллицăн кашни символне Юникодра (UTF-8) икĕ байт тĕсĕпе кодăлаççĕ, кайран çак улă-хыçлăхăн кашни байтневунулттăллă евĕр кăтартаççĕ:

М → D0 и 9C → %D0%9Cи → D0 и B8 → %D0%B8к → D0 и BA → %D0%BAр → D1 и 80 → %D1%80, т. ыт. те

Вунултталлă кодпа çырнă çакăн пек кашни байт умĕн, URL спецификаципе килешӳллĕ[2],процент (%) паллине лартаççĕ — çакăнтан URL тата URI системинче символсене кодăламалли меслете кăтартакан «percent‐encoding» акăлчан терминĕ çуралнă.

URL стандарчĕпе кăтартайман символсем çак йĕркепе кодăлаççĕ:

"#[3]%&[3]'*,[3]:[3];[3]<>?[3][^`{|}<пушă>
%22%23%25%26%27%2a%2c%3a%3b%3c%3e%3f%5b%5e%60%7b%7c%7d%20[4]

URL тĕслĕхĕсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
http://ru.wikipedia.org/wiki/URLhttp://en.wikipedia.org:80/wiki/Special:Search?search=train&go=Goftp://myname:mypass@myhost.com:21/etc/motdprospero://myhost.dom//pros/somenamefile://vms.myhost.edu/disk$user/my/notes/note123.txt

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
  1. Тетеле тăваканĕ йăнăшне хăй çине илчĕ2009 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчеархивланӑ.
  2. RFC 2396 часть 2.
  3. 123456Символа лартма юрать, анчах та тӳрĕ текстпа кăтартнă чухне унăн ятарлă синтакс пĕлтерĕшĕ пур
  4. MediaWiki пушăна %20 евĕр кодăламасть, ун вырăнне ăна пур çĕрте те «_» евĕр тăваççĕ.НумайШыравçăсем пушă символа «+» паллăпа ылмаштараççĕ.

Каçăсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=URL&oldid=793275» ҫӑл куҫ
Категорисем:

[8]ページ先頭

©2009-2026 Movatter.jp