Internet Movie Database (IMDb,акӑл.Тетелри фильм хыпарĕсен бази) —синематографăн тĕнчери чи пысăкхыпар базипевеб-сайчĕсем. Хыпар базине чылай шучĕпе ирĕк кăмăлпа ĕçлекенсем тăваççĕ, çавăнпа та хăш енĕпе вăлвики-концепцине çывăх. Базăна 950 пин ытлафильмпателесериал хыпарне, çаплах 3 млн.актёр,режиссёр тата кино ĕçĕпе тăрмашакан ытти профессионал пирки хыпар кĕртнĕ.
1998 çултанпа IMDb хыпар базине«Amazon.com» компани тытса пырать. IMDb пуххинчи пур хыпарĕпе те тӳлевсĕр усă курма юрать, IMDb.com сайчĕ ирĕклĕ усă курмалли программа хатĕр никĕсĕпе (Apache,Perl тата ыт.те) ĕçлет.«Alexa» рейтинг агентстви хыпарланипе, imdb.com сайт пĕрмаяхТĕнче эрешĕн çĕр ушкăн йышне кĕрет.