Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Ян Сибелиус

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ян Сибелиус

Ян Сибелиус (финн.Jean Sibelius) —финнкĕвĕçи.1865 çулхираштавăн 8-мĕшĕнчеФинляндириХяменлиннта çуралнă.1957 çулхиавăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчеЯрвенпяя хулинче вилнĕ.

Кун-çулĕ

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Кристиан Густав Сибелиуспа Мария Шарлотта Борг кил-йышĕнче вăл вăтам ачи пулнă. Çемье шведла пурăннă пулсан та Яна финнсен вăтам шкулне вĕренме янă.1885 çулта вăлХельсинкинчи Импери университетне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Анчах таюрист пуласси ăна килĕшмен пирки вăл часах ку университета Музика институчĕ çине улăштарнă. Институтра вараМартин Вегелиусăн чи лайăх вĕренекенĕ пулса тăнă.1889 çулта ăна патшалăх шучĕпеБерлина, А. Беккер патне вĕренме янă. Малаллахи çулсенче вăл Венăра К.Гольдмаркпа Р.Фукс урокĕсене итленĕ.

Финляндине таврăннă хыççăн ăна кĕвĕçĕсем шутне кĕртнĕ. Вăл килнĕ вăхăтра çĕршывра наци юхăмĕ çĕкленме пуçланă май ăна тӳрех халăх шанчăкĕ теме пуçланă. Часах вăл Айно Ярнефельтăна качча илнĕ, унăн ашшĕ наци юхăмĕн ертӳçи, генерал-кĕпернаттăр пулнă.

Хисепĕсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Пурăннă çулĕсенчех ун ячĕпе тĕрлĕ парсен, урамсен ячĕсене панă.1939 çулта музика институчĕ ун ятне илнĕ.

Тĕп ĕçĕсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
  • 1891 — «Lemminkäinen», оркест валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1891 — E-dur увертюра
  • 1891 — a-moll увертюра
  • 1892 — «Kullervo», оркест, соло татахор валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1897 — арçын ачасемпе оркест валли çырнă «Афинсен юрри»
  • 1899 — 1-мĕш симфони (e-moll)
  • 1902 — 2-мĕш симфони (D-dur)
«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Ян_Сибелиус&oldid=724456» ҫӑл куҫ
Категори:

[8]ページ先頭

©2009-2025 Movatter.jp