Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Шанхай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шанхай
хула
Skyline of Шанхай

Шанхай (кит. 上海, пиньинь Shànghǎi) —Китайăн тата тĕнчери пысăк хули,Янцзы юханшыв вĕçĕнче вырнаçнă.

Географи

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Шанхай тухăç енчеТухăç-Китай тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Хуанпу шывпа Шанхай иккĕне пайланать. Пысăкраххи — анăç енĕ (Пусси), тухăç енĕ —Пудун — çĕнĕ ĕçлĕ район. ШанхайЧжэцзян татаЦзянсу провинцисемпе чикĕленет.

Климат

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Çанталăк Шанхайра тăватă сезонтан пулса тăрать. Хĕлле температура 0 °C аяла анать, вăтам температура утăра-çурлара 32 °C. Историре температура минимумĕ −10 °C, максимумĕ +41 °C. Çу пуçламăшĕнче юхтарса çумăрсем çăваççĕ. Çуркунне Шанхайра питĕ хӳхĕм. Çулла кунта, шăрăх та пăчă пулсан та, туристсен шучĕ чылайланать. Урама тухсассăн, çумри тумтира тӳрех тар çапать. Кĕркунне Шанхайра хĕвеллĕ типĕ, çулçăсем юпа уйăхĕнче çĕре ӳкеççĕ. Хĕлле вара кунта тĕксĕм те салхуллă, юр ик-виç хутчен çеç çăвать. Çулĕпе хула çине темиçетайфун килсе çĕмĕрет. Вĕсем хытă аркатман пулин те, аэропортсене вăхăтлăха хупма тивет.

Экономика

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Финанс ĕçĕсем енĕпеЛондонпаНью-Йорк хыççăн тĕнчере виççĕмĕш вырăнта.

Транспорт

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Хулара паянкунхи çĕнĕ транспорт системи ĕçлет. Шанхай Китайăн ытти пысăк хулисенчен тирпейлĕ урамĕсемпе, таса сывлăшĕпе уйрăлса тăрать. Анчах та тĕнчери ыттимегаполиссемпе танлаштарсан Шанхайра сывлăш тасах мар.

Хулара 1000 ытлашшипех автобус маршручĕсем, 5 метро çулĕсем,2010 çулчен тата 8 çулсем уса кĕртесшĕн.

Шанхайăн тахçанхи Китайри ватăтроллейбус системи: пĕрремĕш троллейбусĕ1914 çулхиюпа, 15 чупма пуçланă. Ытти китай хулисенче троллейбуссемпе утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче çеç усă курма тытăннă.Шанхай хулинче икĕ аэропорт: Хунцяо аэропорт тата Тĕнчери аэропорт Пудун. Китайра Шанхайăн икĕ аэропорчĕсен пĕтĕм хăватĕнчен ытларах Гонконга аэропорчĕ çеç.2002 çултанпа Шанхайра коммерциллĕ тĕнчери пĕрремĕш магнит вăйĕпе чупакан чукун çул пур. Ку çула тата пуйăсне Transrapid (Германи) компанининженерĕсем шутласа туса лартса панă. Кунта хăвăртлăх рекордне палăртнă — 430 çм/сех. Вăл хуларан Пудун аэропортне (30 çм) 7 мин. 21 сек. пассажирсене леçет. 2010 çулчен çак чукун çула Хунцяо аэропорта çитерме шутлаççĕ, ун хыççăне кăнтăр-анăçаалла —Ханчжоу,Чжэцзян провинцин тĕп хули патне тăсмалла, вара пĕтĕм вăрăммăшĕ 175 çухрăма тăсăлать.

Истори

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Шанхай малтан пулăçсен пĕчĕк хули пулнă.XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хула Китайăн чаплă сумлă хули пулса каять.


  • Шанхай
Китай Халăх Республикин малти хула центрĕсем

Шанхай
Шанхай
Гуанчжоу
Гуанчжоу

Шэньчжэнь
Шэньчжэнь

ХулаАдминистрациллĕ пайланăвĕХулара пурăнан халăхХула хутлăхĕнче пурăнан халăхРегион

Пекин
Пекин
Тяньцзинь
Тяньцзинь
Чунцин
Чунцин
Нанкин
Нанкин

1ШанхайШанхай9 495 70124 150 000Тухăç
2ПекинПекин7 296 96221 516 000Çурçĕр
3ЧэндуСычуань7 123 00014 000 000Кăнтăр-анăç
4УханьХубэй6 660 00010 220 000Кăнтăр
5ТяньцзиньТяньцзинь5 066 12914 425 000Çурçĕр
6ШэньянЛяонин4 605 0007 760 000Çурçĕр-тухăç
7ГуанчжоуГуандун4 154 80814 438 972Кăнтăр
8ЧунцинЧунцин3 934 23928 846 170Кăнтăр-анăç
9ХанчжоуЧжэцзян3 900 0008 700 000Тухăç
10НаньчанЦзянси3 790 0005 042 565Тухăç
11ШэньчжэньГуандун3 538 00010 357 938Кăнтăр
12ЦзинаньШаньдун3 250 0006 810 000Тухăç
13НанкинЦзянсу2 822 1178 118 000Тухăç
14ЦиндаоШаньдун2 755 5007 579 900Тухăç
15ХарбинХэйлунцзян2 672 06910 635 971Çурçĕр-тухăç
16ШицзячжуанХэбэй2 604 93010 002 104Çурçĕр
17СианьШэньси2 588 9877 270 000Çурçĕр-анăç
18ТайюаньШаньси2 500 0003 398 000Çурçĕр
19ДаляньЛяонин2 118 0876 690 432Çурçĕр-тухăç
20ЧанчуньЦзилинь2 078 0006 830 000Çурçĕр-тухăç
2008 çулта хакланипе — хулаçумĕнче тата ялсенче пурăнан халăха хулари йышран кăларнă.
«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Шанхай&oldid=688214» ҫӑл куҫ
Категорисем:

[8]ページ先頭

©2009-2025 Movatter.jp