Хура хĕрен - куракран пысăкрах кайăк.Шыв хĕрринче,вăрманлă вырăнта пурăнать. Хăш чухне апат каяшĕсене шыраса хуçалăх таврашне вĕçсе пыма пултарать, вилнĕвыльăх-чĕрлĕх какайне кăмăллать.
Çăмартисем (2-3)шурă,хура пăнчăсемлĕ. Ами 1уйăх хушши пусра пĕччен ларать,уйăхри чĕпсем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса ытти чĕпсемпе ушкăнланаççĕ.Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ,авăнра каяççĕ.
Чăваш Енре тăтăшах тĕл пулакан вĕçен кайăк, нумайăшĕАтăлпаСăр тăрăхĕнче пурăнать.