Уран çутçанталăкра анлă сарăлнă. Кларкĕ - 1·10-3% (йыв.).Литосферăн 20 км сийĕнче 1,3·1014 т уран пур тесе шутлаççĕ. Уранăн нумайрах пайĕ нумай кремниле йӳçĕ ту породисенче вырнаçнă. Уйрăмахуранинитпа икарнотит виçи пысăк.
Çутçанталăкри уран виçĕизотопĕн хутăшĕнчен:238U — 99,2739 %,çурма аркану тапхăрĕT1/2 = 4,468×109çул,235U — 0,7024 % (T1/2 = 7,038×108çул) тата234U — 0,0057 % (T1/2 = 2,455×105çул) тăрать. Юлашки изотопĕ238U радиохастар кил-йышне кĕрет. Уранпа пуян ту породисенче236U изотоп 1-33*10-11 пулма пултарать.Çутçанталăкри уранĕн радиохастарлăхĕ238U тата234U изотопĕсемпе çыхăннă. Вĕсен хастарлăхĕ пĕр тан пулмалла.235U хастарлăхĕ 21 хут сахалтарах.1953 çулта В.В.Чердынцевпа П.И.Чалов238U тата234U хытă фазăран шĕвек фазăна куçнă чухне пайланнине палăртнă. Çавăнпа гидросферăрă234U/238U (хастарлăхĕпе шутласан) 1-рен пысăрах. Çак пулăма Патшалăх открытисен реестăрĕнче "Чердынцев-Чалов эффекчĕ" ятпа çырса хунă[1]. Халĕ çак пулăма гидогеологиче анлăн усă кураççĕ[2][3]. Уранăн 227-рен 240-таран атом виçисемпе 11 исуствăлла изотоп паллă. Вĕсенчен чи нумай пурăнаканни233U (T1/2 = 1,62×105 çул) ториенейтронсемпе персен пулать. Вăл ашă нейтронсемпе персен хăйне-хăй арканма пултарать.
"Уранăн хĕрлĕ кĕнекипе" килĕшӳллĕн 2005-мĕш çулта 41250 тонна уран кăларнă (2003-мĕшĕнче - 35492).Тĕнчере 440 ядерла реактор ĕçлет, вĕсем çулталăка 67 пин тонна уран пĕтереççĕ. Туса кăларакан уран реакторсене кирлĕ 60 % шайĕнче çĕç тивĕçтерет, ыттисене кивĕ ядерла хĕçпăшалтан илеççĕ.
Уран тăпринче металл виçи 0.1-0.25% кăна. Çавăнпа уран тăпри кăларнă вырăнсенче каяшсем нумай пулаççĕ. Весемрадипе пуян.Урана тăпрана вĕтĕтнĕ хыççăн кӳкĕрт йӳçĕкĕпе е щелочьпа кăлараççĕ. 1-мĕш меслет йӳнăрех, анчах тăпрара доломит е магнезит пулсан ăна уса кураймастăн. Урана 6-ллă валентность таран йӳçĕтме MnO2 йышши реактивсем хушаççĕ. Кайран раствортан ион ылмаштарса е экстаркципе уран тата ытти хими элеменчĕсене кăлараççĕ. Кайран урана хытă фазăна куçараççĕ - хальхи вăхăтра нумайрах чухне U3O8 е Na2U2O7.Ун хыççĕн урана нейтрон çăтакан хими элеменчĕсенчен тасатаççĕ (бор,гафни,кадми.) Вĕсен виçи процентăн 1/100000-1/1000000 пайĕнчен пысăкрах пулмалла мар. Çавăнпа уран концентратне азот йӳçĕкĕне ирĕлтерсе UO2(NO3)2 тăваççĕ, ăна кайран трибутилфосфатпа (тата ытти реактивсемпе) экстрацилесе кирлĕ таран тасатаççĕ. Ун хыççăн унтан кристалл е UO4·2H2O тăваççĕ. Пулнă материала асăрханса хĕртсен UO3, унтан водородпа UO2 тăваççĕ. UO2 430-600 °C температурăра типĕ фторлă водордпа çыхăнтарса UF4 уран тетрафторичĕ туса илеççĕ. Кайранкальципе емагнипе реакцине кĕртсе уран металне илеççĕ.Ядерла реакторсем валли уранта235U виçи 2,4-25% кирлĕ. Çавăнпа металла235U изотоппа пуянлатаççĕ. Çавна тума UF4 фтор сывлăшĕнче çунтарса UF6 газ тăваççĕ. Çав газа центрифугăсенче пысăк хăвартлăхпа çавăрса изотопсене пайлаççĕ. Пуянлатнă UF6ран уран оксичĕ UO2 туса унтан реакторсем валли топливо хатĕрлеççĕ.
Хайне-хăй тытса пыракан ядерла реакци тума пултарнă пирки ядерла топливо валли235U усă кураççĕ. Ядерла хĕçпăшал валли те ку изотопа уса курма юрать.238U пысăк хăватлă нейтронсем пе çапăнсан кана пайланма пултарать, çавăнпа ăна нейтрон бомбин хăватлăхне ӳстерме усă кураççĕ.238U нейтрона çăтсан, кайран бета-аркану хыççăн239Pu пулать. Унтан та ядерла топливо тума пулать.Искуствăлла233U изотоп нейтронсем çăтса233Th изотоп пулать. Ку изотоп та ядерла материалсен шутне кĕрет.
Ăна пысăк плотноçпе йӳнĕ пирки усă кураççĕ. Ăна радиацинчен хӳтĕме, балласт вырăнне тата ытти те.Броня витăр тухакан снарядсен ăшĕнче чухăнлатнă уран чиксе хураççĕ.2 %Mo е 0,75 %Ti титанпа пĕрле ирĕлтерсе хутăштарса закалка тусан уран хурçăран çирĕпрех пулать. Пысăк плотноçпе пĕрле çакă урана питĕ тухăçлă броня витĕр тухакан хатĕр пулать. Пахалăхĕсем хаклăрахвольфрамăнни пекех пулаççĕ. Йывăр уран вĕçĕ снараядăн аэродинамикăлла тĕреклăхне ӳстерет.Броня витăр тухнă май урантан тусан пулса сывлăшра тивсе каять (Пирофорность). 300 тонна яхăн Перси кӳлмекĕнчи вăрçă вăхăтĕнче çапăçу хирĕнче юлнă. Нумайрах чухне куA-10 штурмовик çинчи 30-ммGAU-8 тупăнснарячăсен юлашки. Кашни снарядра 272 г уран сплавĕ.).Çакăн пек снарядсене Югославинче те усă курнă[5].Чи малтан урана сняряд ашăнче виççĕмĕш рейхра усă курнă.Хальхи танксен бронинче, сăмахранM-1 «Абрамс», чухăнлатнă уран усă кураççĕ.
1 грамм уранăн хакĕ 10 пин доллар тăрать текен халапсене пăхмасăрах уранăн хакĕ питĕ пысăк мар. Пуянлатман 1 кг уран окиçĕн (U3O8) хакĕ 100 америка долларĕнчен сахалрах[6].
^ Чердынцев В.В., Чалов П.И. Естественное разделение 234U и 238U // Открытия в СССР (сборник кратких описаний открытий, внесенных в Государственный реестр СССР). М.: ЦНИИПИ. 1977.
^Osmond J.K., Gowart J.B. The theory and uses natural uranium isotopic Variations in hydrology // Atomic Energy Review, 1976. V. 144. P. 621-679.
^Чалов П.И., Тузова Т.В., Тихонов А.И. и др. Неравновесный уран как индикатор при изучении процессов формирования и циркуляции подземных вод. // Геохимия. 1979. № 10. С.1499-1507.