Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Тунис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур,Тунис (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
الجمهرية التونسية

Тунис

Тунис ялавĕТунис гербĕ
Патшалăх чĕлхисемарап чĕлхи
Тĕп хулаТунис
Чи пысăк хулаТунис
ПрезидентМонсеф Марзуки
Премьер-министрМехди Джомаа
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
89 вырăнта
163 610 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 -Йышлăхĕ
80 вырăнта
10 102 000
61,6/км²
Валюта ячĕТунис динарĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕHimat Al Hima
Тетел доменĕ.tn
Тел. префиксĕ+216

Тунис, —Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнăÇурçĕр Африкăрипатшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чиккиАлжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чиккиЛивипе юнашар вырнаçнă.

Тавралăх

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Патшалăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ Атлас тăвĕсем йышăнаççĕ. Ытти çĕр çинче пушхирпе саваннăсем вырнаçнă.

Истори

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
ТĕплĕнрехТунис историйĕ статьяна пăхăр.

Тунис çĕрĕсемРим империйĕ шутне кĕнĕ. Ку çĕрсем çинче малтан берберсен ялĕсем вырнаçнă пулнă.VII ĕмĕрте ку тăрăхаарапсем килсе çитеççĕ теислам тĕнĕн тăваттăмĕш хулине (Мекка,Медина татаИерусалим хыççăн),Кайрауна, никĕслеççĕ. Каярах ТунисОсман империне кĕме пуçланă.XIX ĕмĕрте французсен колони империйĕ шутне кĕрет.

Пайланăвĕ

[тӳрлет |кодне тӳрлет]
ТĕплĕнрехТунисăн административлă пайланăвĕ статьяна пăхăр.

Тунис 24вилайетран тăрать. Вилайечĕсем вара 262мутамадията, вĕсем хăйсем варашайхатсем çине пайланаççĕ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Патшалахăн 98% — арапсем. Халăх йышĕнчен 1% —берберсем. Юлашки вăхăтра Тунисра ача çуратасси чака пуçланă. Вăтамран пĕр хĕрарăм 1,75 ача çуратни арап патшалăхĕсен хушшинче чи пĕчĕк кăтарту шутланать.

Халăхăн ытларах пайĕ, 98% ислам тĕнне ĕненеççĕ. Католиксен шучĕ те кăштах пур.

Каçăсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Шаблон:Африка патшалăхĕсем

«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Тунис&oldid=561102» ҫӑл куҫ
Категорисем:

[8]ページ先頭

©2009-2025 Movatter.jp