Тусем хушшинчи айлăмра (тинĕс шайĕнчен 89 м çӳллĕшĕнче)Ишм юханшыв çинчеАлбан тӳремĕн варринче, Круя-Дайти ту хысăкĕн умĕнче,Адриатика тинĕсĕнчен 40 çм, вырнаçнă.
Климачĕ субтропиклă, вăтаçĕр тинĕслĕ; çулла шăрăх, типĕ сывлăш (утăри вăтам температура 24 °С), хĕлсем çемçе, нӳрĕк (кăрлачăн вăтам температури 4—5 °С); нӳрĕк çулта 1376 мм ӳкет.
Тирана халăх йышĕ, официаллă хыпарпа,2003 çулта 353 400 çын пулнă, официаллă маррипе — 1 миллиона яхăн çын (11 пин çын1923 çулта; 40 пин çын1939 çулта; 108 пин çын1955 çулта; 136,3 пин çын1960 çулта, 200 пин çын ытла1975 çулта).
Тиранăра пур: Тирана Университечĕ, ял хуçалăх институчĕ, институт изящных искусств, физкультура институчĕ; Албани ĂА, тĕп ăслăх-тĕпчев зоотехника станцийĕ, Ветеринари ăслăх-тĕпчев институчĕ; Наци библиотеки; Археологипе этнографи музейĕ, Наци ирĕклĕх кĕрешĕвĕн музейĕ, Çутçанталăк ăслăхĕн музейĕ, Ленинпа Сталин музейĕ.
Çаплах пур: Оперăпа балет театрĕ (балет шкулĕпе), Халăх театрĕ, Эстрадăпа цирк театрĕ, Пукане театрĕ, Консерватори, Филармони, А. Моисеи ячĕллĕ актёр аслă училищи , И. Моисси ячĕллĕ Ӳнер музейĕ, «Çĕнĕ Албани» киностуди.
Тирана радиал-ункăллă хула. Ватă кварталĕсем хĕсĕк кукăр урамлă тата çуртсем кил карти ăшĕнче. Административлă тата культура тĕпне (Скандербег лапамĕн ансамблĕ, банк, университет, Оперăпа балет театрĕ,Эфем Бей мечетĕ)1920—30-мĕш çç. тунă.1953—58 çулсенче Тирана реконструкци планне (архитекторсем: Г. Стразимири, М. Меле) палăртнă. Пысăк пурăну комплексĕсене хăпартнă; «Çĕнĕ Албани» киностуди çуртне туса хунă (1952, совет архитекторĕ Г. Л. Лавров). Палăксем: В. И. Ленина (цемент, 1950-мĕш çç., скульптор К. Хоши), Партизана (бронза,1947, А. Мано) тата ур.