Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхра авалхи тимĕртен тунă япаласенеавалхи шумерсен татаАвалхи Икĕпат тĕнчин вырăнĕсенче археологи ĕçĕсемпе çĕр чавса тупнă. Çав тапхăрта тимĕртен тунă хатĕрсем — çĕмренсен тăррисем (вĕçĕсем) тата илемлĕ капăрлăхсем пулаççĕ. Вĕсене тунă чухнеметеорит тимĕрĕпе, тĕплĕнрех, тимĕр-никĕл пĕрлĕ хутăш шăранчăкĕпе усă курнă.
Пирĕн эрăччениккĕмĕшпевиççĕмĕш пинçуллахсем хушшинчи тапхăртаМесопотамире,Анатолире татаИкĕпатра тимĕртен шăратса тунă пĕрремĕш япала хатĕрĕсĕм (вĕсенчениккĕл çуккипе палăртаççĕ). Çапла пулсан та, этеплĕх япалисене хатерленĕ чухне тимĕрпе усă курнă. Çавăнпа ĕнтĕ, тимĕр çав чухне питĕ хаклă —ылтанран та пысăк пĕлтерĕшлĕ — шутланнă.
«Илиада» тапхăрĕнче хĕçпăшала бронзăран тунă, çапах та Гомер («Илиадăн» 23-мĕш юрринче) çапла çырать: лаптак çаврашкана (диск) инçе ывăтас ăмăрту çĕнтерӳçне — Ахилла — тимĕр диск парнине панă. Пирĕн эрăччен1600 —1200 çулсенче тимĕрçĕ ĕçĕÇывăх Тухăçра та саралнă, анчах табронзăна хуса çитеймен.
Пирĕн эрăчченхиXII-реX ĕмĕрсем хушшинче Çывăх Тухăçра хатĕрпе хĕçпăшал тăвас ĕç-пăшлăх питĕ хăвăрт ӳссе пырать — кулленхи пурнăçа бронзăна тимĕр улăштарсах пырать. Ахăртнех, çакă хăвăрт улшăну бронзăна шăратса тумаллин пайĕ —тăхланĕ — çителĕксĕррипе пулнă. Тимĕрпе пур çĕрте те усă курма пуçланă тапхăратимĕр ĕмĕрĕ теççĕ.
Авалхи саманара тимĕре чĕрĕ сывлăшпа вĕртерсе тунă. Çак мелпетимĕр тăприпе йывăç кăмрăкĕн пĕтĕрĕнсе хутăшакан сийĕсем ятарлă курнăра шăранаççĕ. Тăпрана хĕртнĕ май чуста евĕр купккăллă тимĕр, çунăк каяшран туптаса тасатаççĕ. Пĕрремĕш курнари температура çав тери хĕрӳ пулман —чукунăн шăрату температуринчен сивĕрех, çапла тимĕр сахал углеродлă пулса тухнă пулнă. Çавăнпа та хăш чух тимĕр япалан çиелти сийĕсене углеродпа тачăлатса кăмрăкпа тепĕр хут хĕртсе çирĕплетнĕ. Çакăн пек тунă тимĕр хатĕрсем бронзăран шанчăклăрах пулнă.
Малашнелле тимĕр шăратма курнăсене лайăхрах ăсталанă (вырăсладомна тенĕ), вĕсен хĕрӳ температури тимĕре чукуна куçарма виçене çитнĕ. Пĕрмĕш чукуна сиен çум тупăçĕ вырăнне хунă (акăл.pig iron, вырăсла сысна тимĕрĕ, чушка (çак сăмахран, ĕнтĕ, «чукун» пулса тухать) тенĕ. Каярах, курнара сывлăшпа хытă вĕрсе тепĕр хут хĕртсе шăрантарсан чукунран паха тимĕр тулса тăрать. Çак икĕ хушă куçăмпа тимĕре шăратасси чи тупăçлă меслет шутланать. Çак мелпе тимĕре темиçе ĕмĕр шăратнă.
Метеорит тимĕрĕпе Китайра, Европăри пекех, пĕр вăхăталлах усă курма тытăннă. Тимĕр тăвас промăçлă, ахăртнех, унтап.э. VIII ĕмĕрте пуçланнă. Чукун тумап.э I ĕмĕрте тытăннă.
Пĕр шухăшпа, хурçăпа чукуна шăратас ĕçе Европăна монголсем Раççей урлă илсе çитернĕ.ТĕплĕнрехТимĕр кун-çулĕ статьяна вулăр.
Промăçлăхра тимĕре тимĕр тăпринчен, ытларах гематитпа (Fe2O3) тата магнетитран (Fe3O4) тăваççĕ.
Тимĕр тăпринчен тимĕре çитерес темиçе меслет пур. Чи анлă усă курмалли домнăра шăратасси.Ӗç пулăмĕн пĕрремĕш пайĕ — тимĕреуглеродпа 2000°C температурăллă домна кăмакинче çĕнетни. Домна кăмакинекокс ăшĕнчи углерод, агломерат е окатышпа флюслă (тĕслĕх,акшар) тимĕр тăприне çӳлтен яраççĕ, аялтан вĕри сывлăша хăвалаççĕ.