Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Спорт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Спорт

Спорт (акăл. sport, малтанхирен кĕскен disport — «вăйă», «канмалла выляни») — пĕрре çирĕплетсе йышăннă йĕркесем тăрăх пуç çивĕчĕпе тата ал-çурăм хăвачĕпе çынсем хушшинче иртерекен ăмăрту. Вĕсем шутне ăмăртусене хатĕрленни те, çав вăхăтри çынсен хутшăнăвĕсем те кĕреççĕ.

Спорт ал-çурăм тата пуç çивĕч ĕçĕ пулать. Ăна ăмăртас, сывлăха çирĕплетес, чуна лăплантарас, пурлăх пухас, чапа тухас тесе тăваççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансенеспортсменсем теççĕ. Вăйăсене спортсменсенетренер хатĕрлет, ертсе пырать.

Кашни хăйĕшĕн вылякан вăйăсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Ку вăйăсенче икĕ спортсмен пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Вăл шута çавăн пекех иккĕн иккĕне хирĕç выляни те кĕрет. Тĕслăхрен,теннис,бадминтон.

Ушкăнпа вылямалли вăйăсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Ку вăйăсенче спортсменсен икĕ ушкăнĕ ăмăртать. Кашни ушкăнăн ăмăртура пĕр тĕллевĕ пур. Вăйă вăхăтĕнче вылякансене улăштарма юрать.

«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Спорт&oldid=566173» ҫӑл куҫ
Категори:

[8]ページ先頭

©2009-2025 Movatter.jp