Хăлăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 95 çын/çм². 50% — хулара, ыттисем — ялта пурăнаççĕ.
Официаллă чĕлхе — словен чĕлхи. Венгри çумĕнчи облаçсенче венгр чĕлхи те официаллă тата Итали çумĕнчи облаçсенче итали чĕлхи официаллă чĕлхесем пулаççĕ.
Славян йăхĕсем Словенин паянкунхи çĕрĕсенчеVI ĕмĕрте килсе пурнăçа çавăрса янă.VII ĕмĕрте вĕсем Карантани патшалăхне йĕркеленĕ.745 çулта Карантани франксен протекторатне йышăннă, çав вăхăтрах1180 çулченех хăйсен хăшпĕр ирĕклĕх йĕркисене çăлса хăварнă. Франксен сĕмĕпе словенсемХристос тĕнне хутшăннă.1000 çул майлă каялла словен чĕлхипе пĕрремĕш хутсем — Brižinski spomeniki çырнă.XIV ĕмĕрте Словени çĕрĕсем Габсбургсен айне лекнĕ те кайран Австри-Венгри империне çыпăçнă. Словенине виçĕ провинцине уйăрнă: Крань, Горишку тата Штаерску.1809—1813 çулсенче Словенин чылай пайĕ Иллири провинцисем шутĕнче пулнă.XIX ĕмĕрте, уйрăмах1848-1849 çулхиАвстририРеволюци вăхăтĕнче тата хыççăн та, Словени çĕрĕсенче наци юхăмĕ-туртăмĕ тĕрекленсе пырать (унăн тĕпĕ — Крайна).
Итали1918 çултаАвстри-Венгри импери арканса саланнă май унăн Тинĕсçум облаçне тата Истрăна, çавăн пекехДалмацин пĕр пайне хăйĕн çĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ытти словен çĕрĕсем тепĕр хут йĕркеленнĕСерби,Хорвати тата Словени патшалăхне хутшăннă, вăл вара1929 çултаЮгослави патшалăхĕ пулса тăнă.Югослави патшалăхĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче саланнă, Словени вара1945 çулхиюпа, 29 социаллă Югослави шутне кĕнĕ.
1991 çулхиçĕртме, 25 референдум хыççăн Словени хăйĕн СФРЮ пăхăнманлăхне пĕлтернĕ. СловениСФРЮ нумай юн тăкмасăрах ирĕклĕхе тухнă. Ирĕклĕхшĕн пынă вăрçă икĕ эрне те тăсăлман — çав вăхăтра автомобиль çулĕсене сирпĕтсе аркатнă чухне хирĕçӳре темиçе çын — транапорт автомобилĕпе çӳрекенсем вилнĕ.