Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыраканпатшалăх тытăмĕн ĕлки.
Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.
Республика çак кăтартусемпе уйрăлса тăрать:
- Пĕртен пĕр е пĕрлĕхлĕ (коллегиаллă) патшалăх пуçлăхĕ —президент,парламент. Парламент саккун тăвакан тытăм (влаç). Президентăн хушнă ĕçĕ — ĕç тăвакан тытăма ерте пырасси, анчах та çак палăрту республика ĕлкин пур тĕсĕсемшĕн шантаруллă пулмасть.
- Патшалăх пуçлăхне тата патшалахăн ытти асла витĕмĕсене пĕр тапхăра суйламалли. Çапла, президентпа парламента халах пĕр тапхăр тăсăлăвне суйлать.
- Патшалăх пуçлахĕн юридици яваплăхĕ. Тĕслĕхрен,Раççей Федерацин Конституципе, патшалăха хирĕç киревсĕр ĕç тунăшăн парламент президента ĕç вырăнĕнчен хăтарма пултарать.
- Хăш пулăмсенче,конституцие пăхăнса, президент халăх ячĕпе калаçма пултарать.
Республикаклассификацийĕпаташлăх влаçне епле туса пынинчен тата патшалăх-право субъекчĕсенче хăшне ытларах полномочипе тивĕçтернинчен килет. Е, урăхла каласан, республикăсене виçĕ параметрпа палăртаççĕ:
- парламента епле суйлаççĕ,
- еплеправительство йĕркелеççĕ,
- президентăн епле калăпăш полномочисем.
Тĕнчери хальхи патшалăхсем республика тытăмлăхĕпе йĕркеленнĕ. Республика тытăмнедемократипесинонимлă шутлаççĕ пулин те, çакă тĕрĕс мар.
Пĕрремĕш республикăсемАвалхи ГреципеАвалхи Римра пулнă.Вăтам ĕмĕрсенче хальхиРаççей Федерацийĕн территоринче чылай хушăНовгород çĕрĕпеПсков феодал республики (кĕске вăхăтра республика йĕркиТĕверте,Мускавра та) пулнă.ЕвропăраВенеци республики .301 çулта туса хунăСан-Марино республики паянкунччен те тытăнса тăрать.
Халĕ чылай республикăсенче патшалăх пуçлăхне (Президента) çĕршывăн пур гражданĕсем е пĕтĕм халăх суйланăпарламент сасăласа ĕç вырăнне лартать. Патшалăх пуçлăхĕн влаçне Конституципе чакарма пултараççĕ — вăйлă полномочисемлĕ (АПШ,Раççей,Франци) тата церемониал-элчĕ функциллĕ (Австри,Германи,Итали).
Вăтам ĕмĕрсенчи республикăсенчен уйрăмрах, хальхи нумай демократи патшалăхĕсенчепрезидент полномочисене те, ĕç тапхăр шутне те чарса хуни пур. Патшалăх пуçлăхĕн влаçне те, тĕрлĕ виçеллĕ, чарни пур. Республикăра пургражданăн суйланма права пур. Танлаштарма, Венеци республикинчидожа пурнăç тăршшĕнех пур граждан мар суйланă, çавăн пекех унăн чаракламан полномочи пулнă. Анчах, халĕ хăшпĕр çĕршывсенче суйлавсене пур çынна та хутшăнтармаççĕ.КувейтпеСауд Аравинче çар çыннисемпе хĕрарăмсем сасăлама пултараймаççĕ.КАР1990-мĕш çулсенченегрсемпемулатсен суйлав прави пулман.ЭстонипеЛатвире суйлав прави пĕрмай пурăнакан çынсен 2/3 пайĕн çук.
Республикăсенчедворянлăх институтне пăрахăçланă. Пур гражданăн та тан права, çапах, пĕрмай пурăнаканнисен хăшĕсен, çак территоринче çуралнă пулсан, та гражданлăх çук.
Хăшпĕр монархи-патшалăхсенче ăна пăрахăçланă (Швеци,Норвеги).Аслă Британире вараЛордсен палатинчи вырăна хăшне кăнарпа куçарса пыраççĕ, хăшнеАнгликан Циркĕвне параççĕ. Тепĕр республикăсенче (Итали,Франци) пурнăç тăршшипе сенаторсем пур, анчах вĕсен вырăнĕсене кăнарпа памаççĕ.
Çапах та, республика демократинсинонимĕ пулмасть. Чылай çĕршывра, официаллă республика тытăмĕллĕ пулсан та, Президентсуйлавĕсене чарса лартаççĕ е альтернативăсăр ирттереççĕ. Çав хушăрах нумай монархи-патшалăхсенче демократи институчĕсем тарăн тымар янă.
Республика — халĕ чи анлă саралнă политика тытăмлăхĕ. Хăш çĕршывсенчимонархи — йăлапа çеç.