Енчен теперс чĕлхи тени Хĕвеланăсĕнчи (Иранра) пурнакансене çеç пырса тивет пулсан,фарси (фарççи) тени вара Хĕвелтухăçĕнчисем (таджик, дари) тĕлĕшпе те тĕрĕс — вĕсене те фарççи теме юрать.
Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.
Перс çырулăхĕпе усă кураççĕ, вăларап çырулăхĕн никĕсĕпе тĕпленнĕ. Унта арап çырулăхĕнчи 28саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.
Чĕлхереяпала,паллă,хисеп ячĕсемпеместоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрахаффикссен шучĕ нумай мар.