Нидерланд (гол.Nederland), официаллă ячĕНидерланд Короллĕхĕ (гол.Koninkrijk der Nederlanden) —Анăç Европăрипатшалăх.
«Нидерланд» палăртăва чăвашла «анат çĕр(шыв)» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерланд,Бельги татаЛюксембург (пĕтĕмлетсе —Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать. Нидерланда тăтăшах Холланд теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Холланд çĕрĕсем — Нидерланд вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ.
Тĕп хули —Амстердам, правительствоГаага хулинче вырнаçнă.
Урăх чаплă хулисем:Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ,Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ татаЭйндховен.
ÇыранĕсемÇурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм.Германипе татаБельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1027 çухрăм.
Нидерланд —Европăра чи тăвăр патшалăх (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). ÇĕршывРайн,Маас татаШельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕÇурçĕр Холландра,Кăнтăр Холландра татаФлеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсемдюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем —польдерсем. Вĕсене дюнсем татадамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, холландсем — çыранĕсене».
Нидерландра икĕ кăк халăхĕ пурăнать — холландсем тата фризсем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай.
Тĕн енĕпе:
Холландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.
Кунта ăшă çусем — вăтам температураутăра 16–17 °C. Вăтам температуракăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле,Çĕпĕртенантициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять,юр ӳкет, шывканалĕсем татакӳлĕсемпăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.
Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.
- Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
- Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
- Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.
Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăнокеан вылять, унăн шывĕпе голландсем Европăна/Европăран чылай суту япалине туртараççĕ.KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.
- В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова.Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр.ISBN 5-98652-011-4.
- Paul Arblaster.A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp.ISBN 1-4039-4828-3.
- J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds.History of the Low Countries (1999).
- Jonathan Israel.The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
- J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann.The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
- Christophe de Voogd.Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp.ISBN 90 6974 3671.