Непал, —Азирипатшалăх. Гемалай тăвĕсенче вырнаçнă. Тĕп тĕн шучĕнчеиндуизм шутланать.
Непал патшалахĕ Ази континенчĕ çинче, 26-пе 30-мĕш çурçĕр широти градусĕсен тата 80-пе 88-мĕш хĕвелтухăç долготи градусĕсен хушшинче вырнаçнă. 140 пин тăваткал метр лаптăкĕнчен 4-ăшне шалти шывсем йышăнаççĕ. Непал икĕ нумай халахлă патшалăхсем хушшинче,ИндипеКитай хушшинче вырнаçнă.
Культурăпа халăх енĕнчен Непалта çĕр ытла халăхпакастăсем пурăнаççĕ. Непал халăхĕ çитмĕл ытла терлĕчĕлхепе тата вырăнти калаçупа калаçать. Вĕсем çав енченех аталансах пыраççĕ.
Непал халăхĕсем ытларах енĕпетибетпа бирма татаиндо-европа чĕлхе ушкăнĕсене кĕреççĕ. Халăхсем хушшинче тарса хăталнисем те, куçса килнисем те, тапăнса килекенсем те пур. Сăмахран илсен,Бахунсем 1300 çулта Непала арабсенчен кăнтар енчен тарса килнĕ.Шерпсем вара, 500 çул каялла çурçĕр енченмонголсенчен тарса килнĕ. Хăш-пĕр халăхсем, тĕслĕхрен,неварсем тататхару, ăçтан пулса кайни паллă мар.
Чи йышлă Непал халăхĕсем:
- Чхетри (пур халăх йышĕнчен 12, 8% йышăнаççĕ)
- СăртриБахунсем (пур халăх йышĕнчен 12, 7% йышăнаççĕ)
- Магарсем (пур халăх йышĕнчен 7, 1% йышăнаççĕ)
- Тхару (пур халăх йышĕнчен 6, 8% йышăнаççĕ)
- Тамангăсем (пур халăх йышĕнчен 5, 6% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче тата тĕп сăрт-тусенче пурăнаççĕ)
- Неварсем (пур халăх йышĕнчен 5, 5% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче пурăнаççĕ)
Çавăн пекехгурунгăсене,шерпсене,лимбу татараи халăхĕсене асăнса хăвармалла.
- Непал
Kathmandu
Pashupatinath
Bhaktapur
Changu Narayan
Patan
Himalaya
Himalaya
Mustang
Mustang