Movatterモバイル変換


[0]ホーム

URL:


Контент патне куҫ
Википеди
Шырамалли

Муса Джалиль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Муса Ҫӗлил (тутарлаҖәлил Муса Мостафа улы, тулли ячĕМуса Мустафович Джалиль), —тутарсăвăçи.1906 çулхинарăсăн 15-мĕшĕнче хальхиОренбург облаçне кĕрекен Мостафа ялĕнче çуралнă.1944 çулхиçурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчеБерлинта вилнĕ.

Муса Ҫӗлил

Пурнăçĕ

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

1919 çулта комсомола кĕнĕ.Граждан вăрçине хутшăннă.1931 çулта МПУ-н литература факультетне вĕренсе пĕтернĕ.1931-1932 çулсенче ЦК ВЛКСМ кăларакан ача-пăчасен тутар журналĕсен редакторĕ пулнă.

1939—1941 çулсенчеТутар АССРĕн Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн яваплă секреторĕ пулнă. 1941 çулта Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ленинградпа Волхов фрончĕсенче çапăçнă, «Отвага» (Хастарлăх) хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче йывăр аманнă, Шпандау концлагере тыткăна лекнĕ. Концлагерьте хăйне Гумеров тенĕ. Ку вăхăтра Польшăри Едлино патĕнче нимĕç фашисчĕсем«Идел-Урал» легиона хатĕрленĕ. Вĕсене нимĕçсем Тухăçри фронта ярасшăн пулнă. Муса Ҫӗлил легионерсем хушшинче пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕ, тыткăна лекнисене тарма пулăшнă.1943 çулхинарăс уйăхĕнче легионăн пĕрремĕш батальонĕ пăлхав çĕклесе беларуҫ партизанĕсем патне тарнă.

1944 çулта пытанса ĕçлекен ушкăна йĕркеленĕшĕн Муса ҪӗлилеБерлинтиПлётцензее тĕрминчеçурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче гильотина çинче вĕлернĕ.

Ӗçĕсем

[тӳрлет |кодне тӳрлет]

Пĕрремеш ĕçне1919 çулта пичетленĕ.1925 çулта унăн пĕрремĕш «Барабыз» (Пыратпăр) ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă.

Концлагере лекнĕ хыççăн Муса Ҫӗлил сăвă çырма пăрахман, унта вăл 125 сăвă çырнă.

«https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Муса_Джалиль&oldid=792872» ҫӑл куҫ
Категори:

[8]ページ先頭

©2009-2025 Movatter.jp