Луврăн коллекцисем тĕрлĕцивилизацисен,этеплĕхсен,тапхăрсен ӳнерлĕх хак çук япалисене упраççĕ. Музейре 300 000 яхăн экспонат, вĕсенчен 35 000 кăна залсенче кăтартаççĕ. Чылай экспонатне управсенче тытаççĕ, мĕншĕн тесен упрас виçипе виçĕ уйăхран ытла çынсене кăтартма юрамасть.
Луврта экспонатсене çапла уйăрса тытаççĕ:
- Авалхи тухăç
- Авалхи Икĕпат
- Авалхи Греци, Этрури, Рим
- Ислам ӳнерлĕхĕ
- Скульптурсем
- Ӳнекрлĕх япалисем
- Ӳкерчĕксем
- График ӳнерлĕхĕ
Луврăн тухăç коллекцийĕ виçĕ департаментран тытăнса тăрать:
- Шывхушши
- Иран
- Вăтаçĕр тинĕс тухăçĕ (Сири, Палестина, Кипр)
Авалхи Икĕпат уйрăмне1826 çулхиçу, 15Карл X шутланипе туса хунă.
Икĕпат Музейĕн пĕрремĕш пăхса тăраканĕ авалхи икĕпат иероглифĕсене тĕпчекенЖан-Франсуа Шампольон ăсчах пулнă.
Хальхи саманта икĕпат авалхи япалисен пуххине 3 пая уйăрнă:
- Рим Икĕпачĕ, Копт Икĕпачĕ;
- темăллă экспозицийĕ;
- хронологи экспозицийĕ.