Интерне́т (акӑл.Internet, Interconnected Networks — çыхăнуллă эрешсем, [интэрнэ́т]) — пĕтĕм хыпарлă тата шутлав янтă пуррисен (ресурссăсен) телекоммуникаци эрешĕсем.Пĕтĕм тĕнче эреш картинфизикăллă никĕсĕ пулса тăрать. ЧасахПур тĕнче эрешĕ татаПĕтĕмлĕ (глобаллă) эреш тесе те палăртаççĕ. Çаплах «ине́т», «нэт» тени те тĕл пулать.
2008 çул варринелле Интернетпе пĕрмаях усă куракансен йышĕ 1,4 млрд çынна (çĕр чăмăрĕн чĕрĕк пайĕ).[1] çитрĕ.
2006 çулхи кăрлачра«Google» компани, тинех, Китайра хăйĕн шырав сайтне уçнă. Анчах та, Китай правительствипе килĕшсе татăлнипе, шырава кăштах хĕстернĕ.
Википедие кĕрессинеИранра 2006 çулхираштав, 3, халăх кăмăллакан урăх сайтсемпе пĕрле, тĕслĕхренYouTube татаIMDb, хупса хунă. Çакна çĕршывра анăç культурин сĕмĕпе кĕрешес кампанипе çыхăннă.
2007 çулхиçу, 23Çĕн Çепĕр хула сучĕ Academ.org («Первая Миля») эрешне хăйĕн ресурсĕпе усă куракансенеэкстремист сайчĕсене кĕме чарнă.Прокуратурăнçу, 29 çырăвĕпе, вăл «экстремизм тĕсĕллĕ интернет-ресурсĕсене кĕме чарма пултаракан хăш виçесене йышăннă».ХФХ облаç управленипе пĕрле прокурорсем тăватă район провайдерне — «Первая Миля», «Академтелеком», «Полимекс плюс» тата «Сибирь-Телеком» — экстремистсен ресурсĕсене кĕрес тĕлпе тĕрĕсленĕ.[3]
Çурçĕр Корейа тулаш интернетпе çыхăнтаракан канал пур, анчах та çĕршв шалĕнче веб-серверсем çук; çурçĕр корей правительствин сайчĕсене (2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнчеархивланӑ.,2004 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчеархивланӑ.) урăх патшалăхсенче вырнаçтарнă. Çапах та,2004 çултанпа КХДР-та анлă мар ушкăн çын валлиэлектронлă почтă ĕçлет; пĕринтернет-кафе пур. Çав чухнех«Кванмен» çурçĕр корей шалти компьютер эрешĕ ĕçлет[4], ăна тулаш Интернетпе çыхăнтарман.
Рунет (сасă паллисемпе, [рунэ́т] вуланать) — пĕтĕм тĕнчери Интернет эрешĕнвырăс чĕлхиллĕ пайĕ. Кĕскерех каласан, Рунет —.ru тата.su наци доменĕсен Пĕтĕм тĕнчери эрешĕн пайĕ.1987—94 çулсем тăван Интернетшĕн паллă шутланаççĕ.Атом энерги И. В. Курчатов институчĕпеМинавтопромăн ИПК-ĕнче çуралнă профессиллĕ ăслăх эрешĕ 1990 çулхиçурла, 28 тĕнчери Интернет эрешĕпе çыхăнса хальхи раççей эрешĕсен никĕсне хывать. 1990 çулхиавăн, 19InterNIC Тĕнче информации центрĕн хыпар базинче.su пĕрремĕш шайри домена регистрланă. ÇакăнтанпаСовет Союзĕнче Интернете çул уçăлать. 1994 çулхиака, 7 InterNIC-ра пĕрремĕш.ru раççей доменне регистрланă.