Пĕр сехетлĕ зонăсен системин хальхи никĕснеятарласа координациленĕ вăхăта (пĕтĕм тĕнче вăхăтне) тĕпе хунă. Çав ятарлă координатран вăхăт тăрăхĕсене шутлаççĕ. Кашни градуса валли (е кашниградус, минута, çекунтă валли) вăхăт кĕртес мар тесе,Çĕре 24 Пĕр сехетлĕ зонăна пайланă. Пĕр зонăри вăхăт тепĕринчен сехет хисепĕпе çеç уйрăлса тăрать, минутпа çеккунт хисепĕ тĕнчипех пĕр пек пырать. Тĕнчери хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти вăхăт координат вăхăтĕнчен шăп та шай тулли сехет мар, тата 30 е 45 минут чухлĕ ытларах пулма пултарать. Паллах, çакăн пек вăхăт тăрăхĕсем тĕнчипе çирĕп тытса пыракан вăхăт системине тивĕçтермеççĕ.
ÇурçĕрпеКăнтăр полюсĕсенче меридиансем пĕр пăнчăра тĕл пулаççĕ, çавăнпа унта вăхăт тăрăхĕн пĕлтерĕшĕ çук, вырăнти вăхăтăн палăртăвĕ те «çухалать». Полюссенчи вăхăт тĕнче вăхăчĕпе тан шутланать пулин те,Амундсен-Скотт (Кăнтăр полюсĕ) станцинче пурнăçÇĕнĕ Зеланди вăхăчĕпе пырать.
Нумай çĕршывра пурнăçа«çуллахи вăхăта» куçарни Çĕр планетăна вăхăт тăрăхĕсем çине пайланине пăтратса ярать. Çуллахи вăхăта куçнă чухне вырăнти вăхăта тĕнчери вăхăтпа палăртнинчен пĕр сехет малалла куçараççĕ. Çав чухнехКăнтăр çур чăмăрĕнче, калăпăр, çу кунĕсем тăраççĕ пулсан, Çĕрĕн çурçĕр çур чăмăрĕнче вара хĕл хуçаланать. Çĕрĕн ик çур чăмăрĕ те вăхăта пачах хирĕçле енсене куçарни тĕнче вăхăчĕпе тĕрĕс шутлама чăрмав кӳрет.
Пĕр сехетлĕ зонăсене кĕртиччен кашни хула хăйĕн вырăнти географи вăрăмлăхĕпе çыхăннăхĕвел вăхăчĕпе пурăннă.Чукун çулпа çыхăну хатĕрĕсем аталаннăçем вăхăта шутлассине йĕркелеме тытăннă. Пĕр сехетлĕ зонăсен хальхи системине Çурçĕр Америкăра, Канада инженерĕСэндфорд Флеминг1879 çул тĕлнелле кĕртнĕ,1929 çул тĕлне ку система тĕнчепех сарăлнă.Раççейре пĕр сехетлĕ зонăсен йĕрки1917 çулчченех пулман.