Бразили (порт.Brasil), официаллă ячĕБразили Федераци Республики (порт.República Federativa do Brasillisten(info)) —Кăнтăр Америкăри халăх шучĕпе те, çĕр лаптăкĕпе те чи пысăк патшалăх Материкăн тĕп тата тухăç енĕсене йышăнать. Шĕкĕр хули —Бразилиа.
Бразилишĕн шăрăх çанталăк çывăхрах пулать. Уйăхри вăтам температура: +16 — +29 °C; çӳллĕ тухăçри вăтам температур утăра: +12 — +14 °C; шăнтнисем те пулаççĕ.Амазонин анăçĕнче климачĕ экваторлă нӳрĕклĕ (нӳрĕксем 2000—3000 мм пĕр çулта, уйăхĕн вăтам температура амплитудисем: 2—3 °С, Амазонин тухăçĕнче тата унăн çумĕнчи пологих склонахГвиана тата Бразили якатăвĕсен — субэкваторлă типлĕхлĕ 3-4 уйăхлăх тапхăрĕсем (1500—2000 мм нӳрĕксем, тинĕс хĕрринче 3000 мм пĕр çулта).Бразили якатăвĕн тĕпĕнче татаПантаналере — субэкваторлă нӳрĕ климачĕ (пĕр çулта 1400—2000 мм нӳрĕксем) температурăн пысăк амплитудисем (45—50 °С çитиччен); якатăвĕн çурçĕр-тухăçрĕнче нӳрĕксен шайĕ çулта 500 мм тата сахалтарах пулать, çумăрсем сайра хутра пĕрмаях мар çăваççĕ: çак çĕрсенче типлĕхсем тăраççĕ. Тухăç чиккинче климачĕ тропиклă пассатлă, шăрăх та нӳрĕклĕ, кĕске типлĕхлĕ сезонĕ пулать. Якатăвĕн кăнтăрĕнче пĕрмай нӳрĕклĕ, тропиклă климат Паран платти çинче тата субтропиклă — тухăçри çӳллĕх çĕрсенче.